Данилов Дмитрий Данилович — чӑн малтанах театр ӗҫлевҫи пулнипе паллӑ. Ҫавӑн пекех вӑл литература критикӗ, вӗрентекен. 1902 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ.
1934 ҫултанпа СССР ҪП шутне кӗрет. 1934 ҫултанпа филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1961 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ.
1927 ҫулта Хусанти хӗвелтухӑҫ педагогика институтне вӗренсе тухнӑ. 1930-1934 ҫулсенче Мускаври Хӗрлӗ профессура институтӗнче вӗреннӗ. Хусанти чӑваш педагогика техникумӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. Пӗр хушӑ тутарсен пролетари ҫыравҫисен чӑваш уйрӑмне ертсе пынӑ. «Утӑм» альманаха редакциленӗ, «Хӗрлӗ Чӑваш Ен» хаҫат редакторӗ пулнӑ.
1936 ҫулта Чӑваш республикин ҫыравҫисен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. 1937-1938 ҫулсенче чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗнче ӗҫленӗ.
Дмитрий Данилов хӑйӗн ӗҫӗсенче Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Ҫемен Элкер, Н. Шелепи, Фёдор Павлов, Петӗр Хусанкай, С. Фомин, П. Осипов тата ыттисен пултарулӑхӗ ҫинчен нумай ҫырнӑ.